18 февраля 2015 г.
Юлашки вăхăтра çул-йĕр çинче инкек куракансен йышĕ ỹссе пыни чăннипех те сисчĕвлентерет. Чылай чухне руль умне ỹсĕр ларни авари патне илсе çитерет.
Ỹсĕр водительсене тупса палăртас, йĕркене пăхăнма хăнăхтарас тĕллевпе февралĕн 20-21-мĕшĕсенче район территорийĕнче "Ỹсĕр водитель" профилактика мероприятийĕ иртет. Йĕрке çирĕп пулин те эрех ĕçнĕ водительсем çав-çавах çула тухма хăрамаççĕ. Сăмахран, ỹсĕр водитель автомашинăпа çỹремелли правасăр тăрса юлнипе пĕрлех 30 пин административлă штраф та тỹлет.
Çул çинче яланах асăрхануллă пулăр. Сирĕн айăппа эсир çеç мар, ыттисем те инкек курма пултараççĕ. Ĕçрĕн пулсассăн руль умне ан лар.
Н.РАЙКОВ.
Источник: "Каçал Ен"