18 февраля 2015 г.
Февралĕн 19-20-мĕшĕсенче Шупашкарта "Николаевский" суту-илỹ комплексĕнче Регионсен пĕрлехи VII "Çĕр улми - 2015" куравĕ иртет. Унта Раççейри тата Беларуçри 14 регионтан 66 экспонент хутшăнасси паллă. Вĕсем - çĕр улми çитĕнтерес, ỹсен-тăрана хỹтĕлес тĕлĕшпе çĕнĕ технологисемпе ĕçлекен компанисем, наукăпа тĕпчев институчĕсем, çĕр улми вăрлăхĕ çитĕнтерекен хуçалăхсем.
Курав вăхăтĕнче "Çĕр улми паянхи индустрийĕн лару-тăрăвĕ тата инноваци аталанăвĕн малашлăхĕ" наука-практика конференцийĕ, "çавра сĕтелсем" иртмелле. Суту-илỹ павильонĕсенче вăрлăхлăх çĕр улми сутассине йĕркелеççĕ.
Источник: "Каçал Ен"