18 февраля 2015 г.
Юлашки вăхăтра аптекăсенче эмелсен хакĕсем çĕпре пек хăпарни халăх сехрине хăпартрĕ. Эмелсĕр ниепле те сипленеймĕн. Шăла çырта-çырта укçа кăларса хума тиветех.
Февралĕн 13-мĕшĕнче ЧР Сывлăх министерствинче лару иртнĕ. Унта импорт эмелĕсем вырăнне Раççейре кăларнисемпе, йỹнĕреххисемпе, тивĕçтерес ыйтăва сỹтсе явнă. Ларăва Алла Самойлова министр, аптека учрежденийĕсен ертỹçисем, тĕрĕслекен органсем хутшăннă. Алла Самойлова аптекăсенче çынна чи кирлĕ эмелсен сентрисене йĕркелеме, унта пирĕн çĕршывра кăларнисене, йỹнĕреххисене, чи мала вырнаçтарма сĕннĕ. Çавăн пекех вăл аптека ĕçченĕсене халăха чи малтан Раççейре кăларнă эмел сĕнмеллине асăрхаттарнă.
Источник: "Каçал Ен"