18 февраля 2015 г.
Нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин 2015 çулта Республика кунне хатĕрленсе йĕркелỹ комитечĕн ларăвне ирттернĕ. Уявăн тĕп мероприятийĕсем Канашра тата Шупашкарта иртĕç.
Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин Шупашкарта VIII экономика форумĕпе ытти фестиваль тата куравсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Вĕсене валли ятарлă программăсен проектне, интернет-сайт хатĕрленине асăннă.
Регионсем хушшинчи XXII курав кăçал çĕртме уйăхĕн 19-24-мĕшĕсенче иртмелле. Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул, Шупашкар хулине пуçарса янăранпа 550 çул çитни ячĕпе те нумай мероприяти пулмалла. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалласа та ытларах мероприятисем йĕркелемеллине палăртса хăварнă. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче пĕтĕм чăвашсен "Акатуйĕ" пулассине те асăннă.
Источник: "Каçал Ен"