АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Венгрсемпе килĕштерсе ĕçлесшĕн

14 февраля 2015 г.

   Нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Венгрирен килнĕ сумлă делегаципе тĕл пулнă. 2014 çулта Венгрипе тачă çыхăнура ĕçленипе суту-илỹ тытăмĕ 2013 çулхипе танлаштарсан 30 процента çити ỹснĕ. "Политика лару-тăрăвĕ аванах мар пулин те, регионсен хушшинчи çыхăнăва тытса пыма тăрăшмалла. Çакнашкал тĕллев лартать Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин пирĕн ума",- пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.

   Венгри Республикин ял хуçалăх министрĕ Шандор Фазекаш хăйсене сума суса кĕтсе илнишĕн Чăваш Ен ертỹлĕхне тав сăмахĕ каланă. "Регионсем хушшинчи икĕ енлĕ çыхăнăва аталантарни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн икĕ халăхăн пĕрпеклĕхĕсем, йăх тымарĕсем те пĕр пулни сисĕнет. Апла пулсан, пирĕн пĕр-пĕринпе çывăх ĕçлесе пурăнмалла",- тесе каланă хăнасем. Венгрин ял хуçалăх министрĕ ытларах пирĕн республикăра мăйракаллă шултра выльăхсемпе ĕçлеме палăртасшăн, вăрлăх, чăх-чĕп ĕрчетессине те кун йĕркинчех тытса тăрасшăн. Çĕнĕ технологиллĕ инвесторсене ытларах явăçтарма шантарать.

   Паянхи куна пирĕн республикăра ют çĕршывсенчен килнĕ пилĕк ушкăн хăйсен прозводствисене аталантарать. Малашне Чăваш Енпе Венгри тачă çыхăнса ĕçлеме килĕшнĕ, ятарлă комисси туса хунă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика