АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасемшĕн - ырă тĕслĕх

11 февраля 2015 г.

    Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ыйту хальхи вăхăтра хăйĕн çивĕчлĕхне çухатмасть. Çавна май районти шкулсенче Паттăрлăх урокĕсем иртеççĕ. Халĕ "Патриот" сăмаха ытларах çынна вăрçнă чухне е унран кулнă чухне усă кураççĕ. Патриот пулма намăс имĕш. Телее, çак сăмахăн чăн-чăн пĕлтерĕшне пĕлекен те сахал мар.

   Тĕрлĕ-тĕрлĕ подразделени ветеранĕсемпе тĕл пуласси - патриотла воспитанин пĕр форми. Çакăн пек пĕр мероприятие спецназ ветеранĕ Александр Мингалев хутшăнчĕ. Пирĕншĕн, çитĕнекен ăрушăн, унăн биографийĕ интереслĕ те кăтартуллă пулчĕ. Александр Мингалев - спецназ ветеранĕ, çурçĕр Кавказри вăрçа хутшăннă çын, юрăç. Вăл 1983-1985 çулсенче Совет Союзĕн шалти ĕçсен министерствин спецназ ретĕнче тăнă. Демобилизаци хыççăн пултарулăх ĕçне кỹлĕннĕ. Халăха хăйĕн хитре сассипе савăнтарнă, илемлĕ юрăсем парнеленĕ. Кашнинче Александр Егоровича куракансем тăвăллăн алă çупса кĕтсе илнĕ.

   Çитĕнỹсем пулсан та вăл пĕр хушă юрлама чарăннă. Çак вăхăтра вăл контракт мелĕпе службăра тăнă. Александр Мингалев çĕршывăн хĕрỹ точкисенче пулнă, наградăсене тивĕçнĕ. Çакăн хыççăн хăйĕн репертуарне тĕпрен ылмаштарнă. Халĕ ун юррисенче чăн-чăн арçын, çĕршыв хỹтĕлевçин туйăмĕсем палăраççĕ. Пирĕн шкулта та Александр Егорович шкул ачисемпе тата вĕрентекенсемпе тĕл пулу ирттерчĕ, хăйĕн юррисемпе паллаштарчĕ.

    Ачасем сывлама манса итлерĕç ăна. Хăйĕн пурнăçĕнче пулса иртнĕ историсене те каласа пама манмарĕ вăл. Хальхи вăхăтра питĕ кирлĕ ыйтăва хускатрĕ талантлă юрăç. Унăн шухăшĕпе, чăн-чăн арçын хастар, хăйĕн юлташĕсемпе çĕр-шывшăн пурнăçне пама хатĕр çын пулмалла. Манăн шутпа, çакăн хыççăн каччăсем хăйсен шухăш-кăмăлне лайăх енне улăштарчĕç. Куракансем унăн юррисен пуххине хаваспа туянчĕç. Александр Егорович физкультурăпа туслă пулмаллине, дисциплинăна, йĕркене ачаран хăнăхмаллине астутарчĕ. Юлашкинчен тепĕр çул та килме шантарчĕ. Çак тĕл пулу пурин асĕнче те нумайлăха юлĕ.

                                                                                                                                                                                                                                     А.КУЗЬМИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика