07 февраля 2015 г.
Пĕлтĕр Комсомольски тата Елчĕк районĕсенче 72 автоавари пулнă, 2013 çулхипе танлаштарсан 18 авари ытларах. Çакă, паллах, сисчĕвлентерет. Аварисенче инкек куракансен йышĕ те ỹснĕ, 15 çын вилнĕ, 105-шĕ аманнă. Районти лару-тăрупа муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольски" пайĕн ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Николай Райков тĕплĕнрех каласа пачĕ. -
Çул çинче йĕркене пăсакансем тĕлĕшпе саккун çирĕпленсех пырать пулин те, пурте ăна пăхăнаççĕ тесе калама çук-ха. Руль умне ỹсĕр ларакансем те, çул-йĕр правилисене пăсакансем те çав-çавах пур. Вĕсен айăпĕпе инкек пулать, çынсем сусăрланаççĕ, вилеççĕ.
Тĕслĕхрен, пĕлтĕр руль умне ỹсĕр ларнă 111 водителе тытса чарнă. Вĕсене явап тыттарнă. Çул-йĕр правилисене пăснă 2778 тĕслĕхе тупса палăртнă. Чылай чухне автотранспортпа çỹрекенсем хăвăртлăха пăхăнмаççĕ, хăрушсăрлăх пиççихине çыхмаççĕ. Йĕркене пăхăнманшăн, правилăсене пăснăшăн пурĕ 8665100 тенкĕлĕх штраф тỹлеттерме йышăну кăларнă, 6990400 тенкине шыраса илнĕ. Водительсен, çуран çỹрекенсен çул çинчи дисциплинине ỹстерес тесе тăтăшах тĕрлĕ профилактика мероприятийĕсем ирттеретпĕр. 2014 çулта "Пешеход. Пешеходный переход", "Автобус", "Нетрезвый водитель", "Дети", "Скорость" операцисем йĕркеленĕ. Çак вăхăтра çуран çỹрекенсене, водительсене тĕрĕсленĕ, йĕркене пăсакансем тĕлĕшпе протоколсем çырнă. Çавăн пекех çул-йĕр правилисемпе паллаштарас, çул çинче асрăхануллă пулма вĕрентес тĕллевпе ĕçченсем районти ача сачĕсемпе шкулсенче пулнă, калаçусем ирттернĕ, ыйтусем çине хуравланă. "Ачасем", "Хĕллехи каникулсем", "Çуркуннехи каникул" профилактика мероприятийĕсем йĕркеленĕ. Вĕсен мĕн пĕчĕкрен çул çинче асăрхануллă, тимлĕ пулмаллине пĕлсе ỹсмелле. Çул çинче водительсен те, çуран çỹрекенсен те асăрхануллă пуласчĕ, çул-йĕр правилисене пăхăнасчĕ.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"