07 февраля 2015 г.
1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ... Çак кун ирхи тăватă сехетре фашистла Германи пирĕн çĕр çине сĕмсĕррĕн, вă-рă-хурахла тапăнса кĕнĕ. Хăрушă, тискер вăрçă пуçланнă. Пĕтĕм халăх тăшмана хирĕç пĕр шухăшлăн çĕкленнĕ. Çак вăрçа пирĕн ялтан ик çĕр тăхăр вунпĕр çын кайнă. Вĕсем пурте тăван çĕршывшăн, эпир лайăх пурăнччăр тесе çапăçнă. Анчах каялла пирĕн яла вĕсенчен утмăлăшĕ çеç таврăнайнă. Ыттисем пурте вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă.
1945 çулта Совет Союзĕ Германине çĕнтернĕ. Манăн асатте, Иосиф Никифорович Макаров, 1917 çулта çуралнă. Вăл та çак вăрçа кайнă, пилĕк çĕртен аманса таврăннă. Вăрçăран килсен асаннепе пĕрлешнĕ. Вĕсем иккĕшĕ те тивĕçлĕ канăва тухичченех колхозра ĕçленĕ. Асаннепе асаттен пилĕк ывăл та пĕр хĕр. Вĕсем пурте çемьеленнĕ. Манăн аппа асаттене курнă. Вăл халиччен пурăннă пулсан, эпĕ унран вăрçă кунĕсем, унăн паттăрла ĕçĕсем, суранĕсем çинчен ыйтса пĕлĕттĕм. Çывăх çыннăм пирки ытларах та ытларах пĕлес килет. Хăш-пĕр чух асаннерен ыйта-ыйта пĕлетĕп, анчах асанне асатте пек каласа параймасть çав. Халĕ вăл тата ытларах ватăлчĕ. Асаттен вун пĕр медальпе орден пур. Вĕсене çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе панă. Тăван çĕршыва хỹтĕлеме кайнă паттăрсен ятне яланах асра тытатпăр. Эпир вĕсен умĕнче яланах парăмра.
Сергей МАКАРОВ.
Источник: "Каçал Ен"