07 февраля 2015 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи нумай çын пурнăçне, çĕршыв аталанăвне татрĕ. Çĕнтерỹ кунĕ телей те, хурлăх та илсе килчĕ. Çĕнтерỹ çынсен куççуллĕпе çăвăнчĕ, юнĕпе хĕрелчĕ. Мăн асаттесемпе асаннесен, кукаçисемпе кукамайсен паттăрлăхĕ яланах асра. Фронтовиксене суранĕсем паянхи кун та хаяр вăрçă кунĕсене манма памаççĕ. Ветерансем калаçнине, иртнине аса илнине итлетĕн те куççулленмесĕр чăтаймастăн. Выçлăх, йывăрлăх пулнă пулсассăн та вĕсем пуçа усман, тăшмана çĕнтерсе пулас ăрусене те мирлĕ пурнăç парнелес тесе кар тăнă.
Тискер тăшманпа çамрăклăхне шеллемесĕр çапăçнă паттăрсенчен пĕри манăн кукка - Петр Никитич Юманков. Вăл 1924 çулта Нĕркеç ялĕнче çуралнă. 1942 çулта 18 çулхи каччă çар ретне тăрать. Малтан Петя кукка Канаш хулинче вĕреннĕ. Каярах вара, 1943 çулта, вĕсене вăрçă хирне илсе каяççĕ, Украина çĕрне лекет вăл. Тăванĕсем патне час-часах виç кĕтеслĕ çырусем çырнă. Кукамай çапла каласа паратчĕ: "Юлашки çырăвне Петя Днепр урлă каçсан çырнă. "Днепр пит хыт юхать. Нумай салтак шывпа юхса кайрĕ. Эпĕ те чутах инкек курмарăм, хăма татăкĕ пулăшрĕ", - пĕлтернĕччĕ вăл çырăвĕнче. Ун хыççăн тек çыру пулмарĕ. Темĕн чухлĕ кĕтсен те алăкран килсе кĕмерĕ".
Кукка ăçта канлĕх тупнине пĕлес тесе нумай тăрăшрăмăр, "ОБД Мемориал" сайтра Петр Никитича ăçта пытарнине, вил тăприйĕ ăçта пулнине пĕлтĕмĕр. Вăл Степной фронтăн (кайран 2-мĕш Украина фрончĕ) 37-мĕш армин 37-мĕш мотострелоксен бригадин уйрăм шырав ротинче кĕçĕн сержант пулнă. 1943 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнчи хăрушă çапăçура паттăррăн вилнĕ. Ăна тата ытти 500 салтака Украинăри Кировоград облаçĕнчи Вершина-Каменка ялĕнче пытарнă.
Петр Никитича Красноградски 1-мĕш маханизаци корпусĕн Соломатин генерал-лейтенантăн приказĕпе килĕшỹллĕн 1944 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕпе наградăланă. Наградной хучĕ çинче çапла çырнă: "В ночь с 25 на 26 декабря 1943 года, действуя в разведке в составе поисковой группы в районе М.Новгродка Кировоградской области, тов. Юманков ворвался в траншею противника, огнем из автомата уничтожил двух гитлеровцев, третьего, унтер-офицера ранил, а захват-группа взяла его в плен. Тов. Юманков действовал смело, решительно, честно выполнял долг перед Родиной до последнего дыхания. Тов. Юманков достоин правительственной награды, ордена "Отечественной войны" I степени посмертно".
2011 çулта куккан вилтăприйĕ çине Олег тата Вова куккасем кайса килчĕç, тăванла масар çинче пулчĕç. Совет салтакĕсене пытарнă вырăнта 1990 çулта палăк лартнă, ăна ачасем пăхса, тирпейлесе тăраççĕ. Петр Никитич паттăрлăхĕ тăванĕсен, ентешĕсен асĕнче ĕмĕр-ĕмĕрех упранать.
О.КОШКИНА
Источник: "Каçал Ен"