АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Штраф, алимент тỹлемесен

07 февраля 2015 г.

   РФ Патшалăх Думи çĕнĕ саккун проектне йышăннă. Унпа килĕшỹллĕн штраф, алимент тỹлемен çынсене водитель правинчен вăхăтлăха хăтарĕç. Çак тивĕçе суд приставĕсем пурнăçлама пултарĕç. Тĕслĕхрен, алиментçă парăма 10 пин тенкĕрен ытларах тỹлемесен суд приставĕсем водитель правине туртса илме пултарĕç. Тỹлемен административлă штраф та 10 пин тенкĕрен иртсен правасăр тăрса юлас хăрушлăх пур.

   Парăмçăн праваран хăтарнине ĕнентерекен постановлени илсен çав документа приставсене 5 кунран кая юлмасăр памалла. Çакна пурнăçламасан ăна 2,5 пин тенкĕ штраф тỹлеттерĕç. Кун пек чухне руль умне ларни правасăр çỹренипе танлашать: 30 пин тенкĕ штраф тỹлеттерĕç е 15 талăклăха ирĕксĕр хăварĕç. Парăмсене тỹлесенех правана тавăрса парĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика