АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шашкăлла выляни ăс-тăна аталантарать

04 февраля 2015 г.

   Районти шашкăлла выляма кăмăллакан йышлă. Çавна шута илсе тата спортăн çак тĕсĕнче чи вăйлисене палăртас тесе иртнĕ шăмат кун райцентрти культурăпа кану центрĕнче ăмăрту йĕркеленĕ. Унта командăсем тата уйрăм çынсем хушшинче мала тухассишĕн тупăшрĕç. Вăйăсенче пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсен командисем хушшинче Чĕчкенсем çĕнтерỹçĕ пулчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Александровка тата Тăманлă Выçли шкулĕсен вĕренекенĕсем йышăнчĕç. Вăтам шкулсен кăтартăвĕсем вара çапларах: 1-мĕш вырăнта - Шурутсем, иккĕмĕшсем - Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ, виççĕмĕш вырăна Тукай Мишер шкулĕн команди йышăнчĕ. Арçынсем хушшинче мала тухассишĕн ирттернĕ тупăшусенче спорт мастерĕн кандидатне Н.Индюкова çитекен пулмарĕ. В.Индюков иккĕмĕш, С.Зайцев виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Хĕрарăмсенчен вара М.Илларионова пĕрремĕш, Л.Иванова иккĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

                                                                                                                                                                                                                                       Ю.БОРОВКОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика