04 февраля 2015 г.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче тĕрлĕ колхозсемпе совхозсем тĕш тырă, çĕрулми, пахча çимĕç, сĕт, какай тата ытти ялхуçалăх продукцине туса илессипе палăрса тăнă. Вĕсен шутĕнче "Красный Октябрь" колхоз та. Вăл районта çеç мар, республикăра та малтисен ретĕнче пулнă. Çак хуçалăха вăтăр çул хушши пĕр улшăнмасăр 11-мĕш созыври СССР Аслă совечĕн депутачĕ, Ленин тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тивĕçнĕ Василий Афанасьевич Арсентьев ертсе пынă (шел пулин те, 2009 çулхи июль уйăхĕнче вăл пирĕнтен уйрăлса кайрĕ).
Вăл ĕçленĕ вăхăтра Аслă Çĕрпỹел тăрăхĕнче строительствăпа çыхăннă питĕ нумай обьект, тĕрлĕ сооружени, уйрăм çынсем çĕнĕ çурт-йĕр çавăрма пуçланă. Çав вăхăтрах ялсенче пысăк пĕвесем тăвас ĕçе те пуçарса янă, 8-10 çул хушшинче 8 пĕве тунă. Пĕрремĕш пĕвене 1968 çулта Аслă Çĕрпỹел ялĕ хушшинчи çырмара тума пуçланă, 1970 çула кĕрсен ăна хута янă. Урăхла каласассăн, çак ялта пурăнакансемшĕн вăл Çĕнĕ çул парни пулнă тесен те юрать, унта ача-пăча конькипе ярăннă, хоккейла вылянă.
Анчах та юлашки 20 çул хушшинче пĕвесен хуçисем тĕрлĕ сăлтава пула çухалса пĕтрĕç. Çавна шута илсе Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕн администрацийĕ икĕ çул хушшинче чылай ĕç туса ирттерсе 4 пĕвене хăйĕн çине илчĕ. Анчах та 4 пĕверен иккĕшĕ (малтан тунисем) питĕ вăйлă хавшанă, унта шыв та тăма пăрахнă. Ял администрацийĕ умне пысăк ыйту тухса тăчĕ: мĕнле юсамалла, укçа-тенкĕ ăçтан тупмалла? Аслă Çĕрпỹел ялĕнчи пĕвене юсассине Дмитрий Афанасьевич Любимовпа (хальхи вăхăтра Мускавра строительство фирмин участок начальникĕ пулса ĕçлет) тата "Восход" ООО ертỹçи Евгений Николаевич Рябчиков укçа парса пулăшрĕç, вĕсем ертсе пынипе юсав ĕçĕсене январĕн 5-мĕшĕнче пуçларĕç те январĕн 17-мĕшĕнче ĕçе тĕплĕн туса вĕçлерĕç. Кашни кунах ĕç вĕресе, кĕрлесе çеç тăчĕ. Çавăнтах апат пĕçерессине йĕркелеме те пултарчĕç. Ял администрацийĕ те айккинче юлмарĕ, ялти яш-кĕрĕм те хаваспах ĕçлерĕ. Уйрăмах Дмитрий Рябчиковпа Василий Зайцева палăртса хăварас килет. Кашни кунах вĕсем ĕçе 30-35 çынран кая мар пухса пычĕç. Халăх, ĕлĕкхи нимери пекех, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлерĕ.
"Пĕччен сурсан - типсе пырать, йышпа сурсан - кỹлĕ пулать", - тенĕ ĕлĕкех ваттисем. Ĕçе лайăх, тирпейлĕ, вăхăтра туса пĕтернĕшĕн пурне те тав сăмахĕ калас килет.
Г.РАКЧЕЕВ
Источник: "Каçал Ен"