04 февраля 2015 г.
Январĕн 30-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче Раççейре - Литература, Чăваш Республикинче - Константин Васильевич Иванов çулталăкне уçнă. Уява пухăннисене район администрацийĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Юрий Скворцов саламланă.
- Кĕнекесем воспитани парас ĕçре пысăк вырăн йышăнаççĕ. Шăпах кĕнекесем урлă ăруран ăрăва ĕмĕр тăршшĕпех пухнă паха опыт, пĕлỹ куçать. Литература çулталăкĕнче кĕнекесем уйрăмах сумлă вырăнта пулмалла. Кашниех унпа мĕн пĕчĕкрен туслашмалла. Çулталăк тулли те пуян пулĕ, нумай мероприяти иртĕ, - палăртнă Юрий Всеволодович.
Литература çулталăкĕн уявĕнче Комсомольски 1-мĕш, 2-мĕш вăтам шкулĕсен ачисем паллă вырăс классикĕсен, К.В. Иванов произведенийĕсене аса илнĕ, пăхмасăр каланă. Вырăнти артистсем куракансене юрă-ташăпа савăнтарнă. Уява килнисем кану центрĕн фойинче йĕркеленĕ кĕнекесен тата Вера Порфирьевна Поргунова ал ĕçĕсен выставкипе кăсăкланса паллашнă. Литература тата К.В.Иванов çулталăкĕ кашни çыншăн усăллă ирттĕр. Ачасене вулавăшсемпе туслаштарар, мероприятисемпе конкурссене хутшăнар. Вилĕмсĕр "Нарспи" поэмăна кашниех пăхмасăр вĕренер. Паллă классикăмăрăн произведенийĕсене аса илер, алла илсе вулар.
(ХАМĂР ИНФ.)
Источник: "Каçал Ен"