АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЗАГС кỹрекен патшалăх пулăшăвĕсем - НФЦ урлă

04 февраля 2015 г.

    Районти ЗАГС уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, ЗАГС кỹрекен патшалăх пулăшăвĕсене нумай функциллĕ центрсем урлă илме пулать. Мăшăрланни, ача çурални, уйрăлни (енчен те мăшăрсем пĕр-пĕринпе килĕшсе татăлнă пулсан е çул çитмен ача çук пулсан) çинчен заявлени пама, çавăн пекех гражданлăха регистрацилени çинчен свидетельствăна тепĕр хут ыйтма та унтанах пулать. Çакă Чăваш Республикинчи юстици министерствипе нумай функциллĕ центр пĕр-пĕрин хушшинче килĕшỹ туни çинче никĕсленнĕ.

   Районти нумай функциллĕ центр çак адреспа вырнаçнă: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 57-мĕш çурт, 10-мĕш кабинет. НФЦ кашни кун 8 сехетрен пуçласа 19 сехетчен, шăмат кун 9 сехетрен пуçласа 13 сехетчен ĕçлет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика