31 января 2015 г.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче колхоз-совхозсенче ĕçлекенсене пурне те çĕр пайĕсем уйăрса панă. Чăваш Енре çакăн пек уйăрса панă ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкĕ пурĕ 543 пин гектарпа танлашнă. Пĕрисен уйăрса панă çĕр лаптăкĕпе ял хуçалăх организацийĕсем е фермерсем усă курнă, теприсен ахалех выртнă, хăйсен пайне документпа çирĕплетме укçа хывас килмен.
Чăваш Республикин Росреестр Управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, уйăрса панă çĕр лаптăкĕпе 3 çул хушши усă курмасассăн е документпа çирĕплетмесессĕн суд çĕр пайĕпе усă курман тесе йышăну кăларать. Росреестр йышăнăвĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем ку ĕçе суда яриччен малтан çĕрпе усă курманнисен списокне массăллă информаци хатĕрĕсенче тата тĕрлĕ информаци стенчĕсенче вырнаçтараççĕ. Чăваш Республикин Росреестр Управленийĕн ерỹтçи Татьяна Васильева çынсене харпăр хăйне уйăрса панă çĕрсене вăхăтра регистрацилемеллине, ĕç-пуç суд патне çитнĕ хыççăн çеç чупма пуçламалла марри çинчен аса илтерет. Паянхи куна республикăра усă курман 30 пин çĕр пайĕ шутланать.
Сăмахран, Андрей Шапошников Мускава вахта мелĕпе ĕçлеме çỹренине пула килне çур çул таран килмесен те пултарать. Уйăрса панă çĕр лаптăкне вăл документ тăрăх йĕркелемен, унпа усă курманнине шута илсе суд унăн çĕр пайне туртса илнĕ. Кун пек тĕслĕхсем пайтах. Çавăнпа та Чăваш Республикин Росреестр Управленийĕ енчен те сирĕн е аçăр-аннĕрсен уйăрса панă çĕр лаптăкĕ пур пулсассăн, ăна регистрацилеме васкама ыйтать. Ăна пурнăçлама Росреестр, кадастр палатине е НФЦна каймалла. Маларах консультаци илес тесессĕн ял администрацине е Росреестрăн пĕрлĕхлĕ телефонĕпе шăнкăравласа ыйтма пулать: 8-800-100-34-34.
М.ИВАНОВА.
Источник: "Каçал Ен"