АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушлăхра çыннăн пурнăçне çăласси

31 января 2015 г.

   Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ОБЖна вĕрентекенсен семинарĕ иртрĕ. Ăна районти ОБЖ учителĕсен пĕрлешĕвне ертсе пыракан Юрий Копташкин (Асанкасси вăтам шкулĕ) пуçларĕ. Малалла Григорий Миронов, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн учителĕ, сăмах илчĕ. Вăл шкула ОБЖ урокĕсем валли ярса панă пĕтĕм оборудованипе паллаштарчĕ. Ытти шкулсенче çук приборсемпе районти пĕтĕм шкула пуçтарса 2 сехетлĕх заняти ирттерме калаçса татăлчĕç. Юрий Моисеевич хăйĕн опычĕпе паллаштарса кирек мĕнле темăпа та шкул ачисене хăйсене мини-видео хатĕрлеме шанма пуласси çинчен каласа пачĕ. Ун хыççăн пурнăçра пулса иртме пултаракан хăрушлăхра çынна мĕнле çăлассипе ятарласа хатĕрленĕ электрон доска çинче компьютерпа çыхăнтарса тренировка ирттерчĕç. Этем кĕлетки евĕрлĕ муляж çинче мĕнле ĕçлемеллине Владимир Гаврилов (Шурут вăтам шкулĕ), Алексей Тихонов (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), Григорий Миронов (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ) кăтартса пачĕç, Урмаел вăтам шкул ачисене олимпиадăна хатĕрленме пулăшрĕç. Семинар вĕçленнĕ май тепĕр пысăк ыйтăва - методикăлла фестиваль ирттерессине - сỹтсе яврĕç. Семинара пур вăтам шкултан та (12 учитель) хутшăнчĕç, тăрăшса ĕçлерĕç.

                                                                                                                                                                                                                                     А.ЯКОВЛЕВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика