31 января 2015 г.
Рак чирне хирĕç кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери куна халалласа республикăра январĕн 16-мĕшĕпе февралĕн 16-мĕшĕсенче "Вместе мы сможем..." уйăхлăх иртет. Çавна май Шупашкар хулинчи онкологи диспансерĕнче "Уçă алăксен" кунне йĕркелеççĕ. Январĕн 31-мĕшĕнче, февралĕн 4, 7-мĕшĕсенче онкологи чирĕсене тупса палăртас, çынсен сывлăхне тĕрĕслес тĕллевпе тухтăрсем пурне те йышăнаççĕ, диагностика тĕпчевĕсем ирттереççĕ. Районта пурăнакансен "Уçă алăксен" кунне каяс тесессĕн, тĕп больницăран ятарлă направлени илемелле, йышăнăва çырăнмалла. Ыйтса пĕлмелли телефон - 5-24-88.
Çавăн пекех февралĕн 7-мĕшĕнче "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕн стадионĕнче "Тухтăрпа - зарядка" пулать. Сывлăха вăхăтра тĕрĕслеттерни, сипленни темрен те паха. Уйрăмах онгологи чирĕсенчен асăрханмалла. Сăмахран, 40 çултан иртнĕ хĕрарăмсен кашни çулах маммографи тутарни вырăнлă. 21 çултан иртсен тăтăшах мазок тĕрĕслеттермелле. Сывă пурнăç йĕркипе пурăнни, спортпа туслă пулни чирлеме памасть. Эрех-сăрапа, пируспа иртĕнмелле мар. Хамăр сывлăхшăн хамăрах яваплă.
Н.МИХАЙЛОВА.
Источник: "Каçал Ен"