31 января 2015 г.
Январĕн 30-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта Комсомольски районĕн 2014 çулхи экономика тата социаллă аталанăвне пĕтĕмлетрĕç, 2015 çул валли тĕллевсем лартрĕç. Канашлăва район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ, райпо совечĕн ертỹçи Евгений Карпеев ертсе пычĕ.
Пуху ĕçне районти предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсем, ĕç ветеранĕсем хутшăнчĕç. Комсомольски район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕпе Е.Карпеевпа район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Афанасьев иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетсе малашнехи тĕллевсене палăртрĕç. Районти ШĔПĕн следстви уйрăмĕн начальникĕ Р.Зайнуллин иртнĕ çулхи преступноç шайĕпе паллаштарчĕ. Кăтартусем тăрăх, 2014 çулта 999 преступлени пулнă, 2013 çулпа танлаштарсан, аванах чакнă. Обществăлла йĕркелĕхе çирĕплетес тĕлĕшпе полицейскисем мĕнле утăмсем туни çинче чарăнса тăчĕ. Пухăва хутшăнакансен ыйтăвĕсем çине те çийĕнчех хурав пачĕ. Кун йĕркинчи ытти ыйтусемпе район прокурорĕ В.Николаев, район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Е.Чернов тухса калаçрĕç.
А.КОЗЛОВА.
Источник: "Каçал Ен"