24 января 2015 г.
М.Р.АФАНАСЬЕВ, Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ:
"Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă кăçалхи Çырăвĕнче чи малтанах иртнĕ тăватă çул пĕтĕмлетĕвне турĕ. Çакă пысăк тапхăрах та мар, çапах чылай ырă ĕç тума ĕлкĕрнĕ. Сăмахран, республикăра 3 çулти тата унран аслăрах пепкесене ача сачĕсемпе тивĕçтерессине татса панă. Ку енĕпе пирĕн районта та лару-тăру лайăх енне улшăнчĕ, Комсомольскинче тата Тукай Мишерте ача сачĕсем (пурĕ 265 вырăн) хута кайрĕç. Çак ĕçе малалла тăсса кăçал Элпуç ялĕнче тума пуçлакан шкул çуртĕнче те 40 вырăнлă садик пулĕ. Вăрманхĕрри Чурачăкра кĕске вăхăтлăх ушкăн уçасшăн.
Михаил Игнатьев кăçалхи Çырура та çĕрпе тухăçлă усă курассине каларĕ. Пирĕн районта кашни пусăм çĕр туллин усă курăнать. Ку кăна мар, пирĕн аграрисем йĕри-таврари районсенче те çĕр лаптăкĕсене арендăна илсе ĕçлеççĕ.
2015 çулта тĕрлĕ шайри суйлавсем пулмалла пулин те Пуçлăх политика çинчен мар, ытларах çынсен пуласлăхне, пурнăç шайне тивĕçтересси çинчен каларĕ.
Халĕ ял хуçалăхĕшĕн майлă вăхăт пулнине, çĕр çыннисем туса илекен продукци аван сутăннине, çак тапхăрта пирĕн ял хуçалăхне аталантарса ĕлкĕрмеллине палăртрĕ. Çырура Михаил Васильевич çирĕп тĕллевсем лартрĕ, вĕсем мĕнле пурнăçланасси пиртен те нумай килет".
Ю.Г. ЛУКИЯНОВ, Чĕчкен ял поселенийĕн пуçлăхĕ:
"Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче производствăн мĕнпур отраслĕн ĕç-хĕлне çутатрĕ, ялсене аталантарасси çине пусăм турĕ, ял çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатмаллине каларĕ. Кунсăр пуçне вăл хуçасăр çĕрсене регистрацилес ыйтăва хускатрĕ. Чăнах та ĕнтĕ, çакă ял поселенийĕсен бюджетне пуянлатма май парать, тупăшне вара социаллă ыйтусене татса панă çĕре яма пулать".
Г.И.НОВИКОВА, Çĕнĕ Кипеç ялĕн старости:
"Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Патшалăх Канашне янă Çырăвне залра ăна хирĕç ларсах итлеме тỹр килчĕ. Унăн кашни сăмахне тимлĕн итлерĕм, ырласа йышăнтăм. Ялта пурăннăран, ял хуçалăхне аталантармалла, ял çыннисен пурнăçне аванлатмалла тени уйрăмах чуна çывăх пулчĕ. Вĕрентỹ, медицина, спорт, туризм çине те тимлĕх уйăрчĕ М.Игнатьев, "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илмелли ĕç стажĕ чакнине палăртрĕ. Ĕç ветеранĕсене паракан çăмăллăх виçи пысăках мар пулин те, самаях сисĕмлĕ пулăшу. Çавăнпа та, пенси çулне çитнĕ пулин те, çак ята иличчен тăрăшас тетĕп-ха".
Источник: "Каçал Ен"