АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕл пулу

28 января 2015 г.

    Нумаях пулмасть йĕлтĕрпе ярăнма юратакан ветерансем ăмăрту ирттерчĕç. Ку ăмăртăва йĕлтĕрпе чупассипе темиçе хут та Чăваш Республикин чемпионĕсем пулнă пĕр тăван Рафикпа Рашид Тимергалеевсем 65 çул тултарнă ятпа ирттерчĕç. Рафик Зиганшинович Тимергалеев иртнĕ ĕмĕрти çитмĕлмĕш çулсенче Дубовка шкулĕнче физкультура учителĕнче тăрăшнă. Вăл ĕçленĕ вăхăтра Дубовка шкулĕн йĕлтĕрçисем районти ăмăртусенче яланах малти вырăнсене тухнă. Каярахпа вăл Комсомольски шкулĕнче ĕçленĕ. Кунта та шкулăн йĕлтĕрçисем малти вырăнсене йышăннă. Районта ачасен спорт шкулĕ (ДЮСШ) йĕркелесен вăл унта ăнăçлă ĕçленĕ. Спорт шкулĕн ачисем республикăра та лайăх кăтартусемпе палăрнă. Вăл кунта темиçе спорт мастерĕн кандидачĕ, мастерсем те хатĕрленĕ.

   Хăйсен тренерне, ĕçтешне хисеплекенсем Шупашкартан та çитрĕç çак юбилей ăмăртăвне. Вĕсем - Киров ялĕнче çуралса ỹснĕ В.Матвеев, А.Ефимов, Комсомольскинче пурăнакансем З.Тимаев, В.Лукин, А.Морхунова, В.Верина, Н.Шумилкина, Нĕркеç ялĕнчи А.Волков, Н.Волков. Спортсменсем хушшинче Комсомольскинчи Н.Краснов, В.Краснов, А.Самаркин. Чи асли Киров ялĕнче пурăнакан 78 çулхи Ф.Ефимов пулчĕ. Комсомольски район администрацийĕ юбилярсене Мухтав грамотисемпе чысларĕ. Рафик Зиганшиновичăн йĕлтĕрçисем чечексем, парнесем пачĕç, тав туса ырă сăмах каларĕç.

                                                                                                                                                                                                                          Ю.БОРОВКОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика