28 января 2015 г.
Кăçал Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи Çĕнтерỹпе вĕçленнĕренпе 70 çул çитет. Ку вăл пирĕн истори страницине çырăнса юлни паллă, мăнаçлă, çав вăхăтрах чуна ыраттаракан тапхăр, пирĕн çĕр-шывшăн чи хăрушă çулсем пулнă. Нумай çамрăк çын пурнăçне вăхăтсăр татрĕ çав вăрçă, нумай хĕрарăма, ачана тăлăха хăварчĕ.
Юлашки вăхăтра Чăваш Енре патриотла юхăм аталану илме пуçларĕ - хамăр ентешсене, СССР-ăн, Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ çар чаçĕсенче салтак тивĕçне пурнăçланă паттăрсен ячĕсемпе палăксем лартасси йăлана кĕрсе пырать. Вĕсем хушшинче пограничниксене чысласа лартнисем те пур. Сăмахран, кун пек палăксем Патăрьел, Вăрмар, Шăмăршă, Елчĕк тата ытти районсенче, Канаш хулинче пур. Çавăн пекех Чăваш Енре "Пограничное братство" обществăлла организаци йĕркеленĕ, унăн уйрăмĕ пирĕн районта та пур.
Пĕлтĕрхи çул пограничниксен тĕл пулăвĕнче районта Совет Союзĕнче тата Раççей Федерацийĕнче тĕрлĕ çулсенче чикĕре çар тивĕçне пурнăçланисен ячĕпе палăк лартас ыйтăва хускатнă. Паянхи куна районти кашни ялти пограничниксен списокне тума пуçланă. Палăка тума пиншер тенкĕ укçа пухма шутланă, çак ĕçе пограничниксем çеç мар, бизнесменсем, предпринимательсем, ахаль çынсем те хутшăнма пултараççĕ. Кун пирки Анатолий Семенович Терентьевпа (т.: 8-960-300-38-05; 5-25-49) тата Василий Сергеевич Красновпа (8-937-372-64-19) çыхăнса ыйтса пĕлме пулать. Палăка кăçалхи çулăн майăн 28-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçма палăртнă.
А.ТЕРЕНТЬЕВ.
Источник: "Каçал Ен"