АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушар чаçне - çĕнĕ КАМАЗ

24 января 2015 г.

    Çак кунсенче района ырă хыпар çитрĕ: "Районти 31-мĕш пушар чаçне пушара хирĕç кĕрешмелли çĕнĕ йышши автомашинăпа тивĕçтереççĕ". Хыпарĕ чăннипех те тĕрĕс иккен, вырăна çитсе хамăр курса ĕнентĕмĕр. Гаражра 4 миллион тенкĕ ытла тăракан, 8 тонна шыв тивекен вĕр çĕнĕ "Камаз-43118" машина ларать. Автомашинăна республика бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕпе туяннă, района валли уйăрнă.

  "Паянхи куна пушар чаçĕнче вут-çулăм сỹнтермелли 4 автомашинăччĕ, 5-мĕшне, вĕр çĕнĕ КАМАЗ, парнелени вара чăннипех те савăнтарчĕ. Тавах", - терĕ пушар чаçĕн начальникĕ Сергей Алексеев. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев автомашина уççине пушар чаçĕн начальникне Сергей Алексеева алăран тыттарчĕ, пурне те саламларĕ, ĕçре ăнăçу сунчĕ

                                                                                                                                                                                                                       А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика