АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушарта 4 çын пурнăçĕ татăлнă

21 января 2015 г.

   Январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 20-мĕшĕччен Республикăра 51 пушар тухнине, çак пăтăрмаха пула 8 çын вилнине, 6 çын сусăрланнине шута илнĕ. Инкекĕ ытларах пурăнмалли çуртсенче пулнă. Сăмахран, январĕн 18-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи Обиково урамĕнчи пĕр хутлă уйрăм çын çуртĕнче вут-çулăм алхаснă. Следстви комитечĕн Следстви управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, "хĕрлĕ автан" ирхи 7 сехет те 54 минутра сиксе тухнă. Çуртра 5 çын пулнă. Материалсем тăрăх, 31 çулти хĕрарăм хăйĕн пĕчĕк хĕрне (пепке çут тĕнчене пĕлтĕр килнĕ), илсе тухса ăна кỹршĕсем патне илсе каçма ĕлкĕрнĕ. Кайран вăл пỹрте, ыттисене хăтарас тĕллевпе, каялла кĕнĕ. Çав вăхăтра газ баллонĕ сирпĕннĕ. Кĕçех пỹрт çивиттийĕ те ишĕлсе аннă. Инкеке пула 4 çын вилнĕ. Кỹршĕсем каланă тăрăх, çуртра пурăнакансем ĕçмен, туртман, хăйсене тирпейлĕ тытнă. Инкеке тĕпчекенсем малтанлатса палăртнă тăрăх, çулăм кăмака патĕнчен тухнă. Пушар йăлари приборсемпе тĕрĕс мар усă курнипе тухнă тесе те шухăшлаççĕ. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи пушар хăрушсăрлăх управленийĕ пурне те тимлĕ пулмаллине, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнмаллине тепĕр хут асăрхаттарать. Енчен те "хĕрлĕ автан" тухрĕ пулсассăн тỹрех çак телефонсемпе шăнкăравлăр - "01", "101" тата "112".

                                                                                                                                                                                                                                     А.СОРОКИН.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика