АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УЭКпа пурне те тивĕçтерессине икĕ çула куçарнă

21 января 2015 г.

   2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен универсал электрон карттăна (УЭК) граждансем çырнă заявленисене тĕпе хурса çеç парĕç. Çакăн пирки калакан улшăнусене федерацин "Патшалăх тата муниципалитет пулăшу ĕçĕсене парассине йĕркелесси çинчен" саккунне 2014 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче кĕртнĕ. Асăннă саккуна маларах çапла палăртнă: 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен карттăна пĕтĕм граждана - УЭК пама ыйтса заявлени çырнисене те, çырманнисене те - памалла. Халĕ вара УЭКа обязательнăй майпа пама тытăнассине тата тепĕр икĕ çула - 2017 çул пуçламăшне - куçарнă.

   Аса илтеретпĕр: "Универсал электрон карттă" проект Чăваш Енре, çĕршывăн ытти кĕтесĕнчи пекех, 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен старт илнĕ. Унтанпа УЭК илес кăмăлĕ пуррине республикăри 18,8 пин çын палăртнă, 13,2 пинĕшĕ унпа усă курать ĕнтĕ. Карттă кирли е кирлĕ марри пирки çырнă заявление 12 пунктра пама юрать. Универсал электрон карттăна тỹлевсĕрех пилĕк çуллăха параççĕ. Заявлени çырнă чухне паспорт, патшалăх пенси страхованийĕн страховани свидетельстви (СНИЛС), обьязательнăй медицина страхованийĕн полисĕ кирлĕ. Карттăна 20 ĕç кунĕнче хатĕрлесе параççĕ. Çыннăн кăмăлĕ пур тăк УЭКа вăл электрон мелпе алă пуснине те кĕртеççĕ, унпа документсене алă пусма тата Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи пор- талĕнче пулăшу ĕçĕсене электрон мелпе илме пулать (карт-ридер урлă). Чăваш Енре универсал электрон карттă илессипе çыхăннă ыйтусене "хĕрỹ лини" телефонĕпе шăнкăравласа уçăмлатма пулать: (8352) 26-00-26.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика