21 января 2015 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М.В.Игнатьевăн Указĕпе килĕшỹллĕн 2015 çула чăваш литературин классикне Константин Иванова халалланă. Çавна май Аслă Çĕрпỹел ял библиотеки вилĕмсĕр поэтăмăр пултарулăхĕпе паллашма, ăна çĕнĕрен тĕпчеме тата ун çине анлăрах пăхма кĕнеке выставки хатĕрленĕ. Пин-пин чăваш чунне пĕрремĕш юрату пек вырнаçса юлнă хаклă сăвăçăмăр яланах пирĕн асăмра. Чăваш поэзийĕн кĕрнеклĕ те çутă çăлтăрĕпе эпир мухтанатпăр, унăн пултарулăхĕпе мăнаçланатпăр. Чăваш халăхĕшĕн алтăр çăлтăрăн аслă çăлтăрĕ пулса юлчĕ Кĕçтенттин Пăртта.
Вăл - чăваш литературин классикĕ: сăвă, драма, юмах, куçару ăсти. Выставкăна пырса куракансем Константин Иванов пултарулăхĕпе тарăннăн паллашса ăна нумай тĕрлĕ уçма пултарĕç. Вилĕмсĕр сăввисем, юмахĕсем, драмисем ватти-вĕттине те илĕртеççĕ. Хаклă вулаканăмăрсене поэтăн пултарулăхне чи çỹллĕ шайра кăтартса паракан "Нарспи" поэми те, Г.Ф.Юмарт пухса хатĕрленĕ "Çырнисен пуххи" те, ачасем валли çырнă сăвăсемпе юмахсем те тата ытти чылай кĕнеке чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Выставка кашни уйăхрах çĕнелсе те ылмашса çулталăкĕпех ĕçлĕ.
Г. РОДИОНОВА
Источник: "Каçал Ен"