21 января 2015 г.
Январĕн 17-мĕшĕнче республикăри масăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем хăйсен профессиллĕ уявне паллă турĕç. Çак кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри тата регионсенчи МИХсен тĕп редакторĕсемпе тĕл пулчĕ, çавра сĕтеле хутшăнчĕ. Пухăннисем "Массăллă информаци хатĕрĕсен тата влаç органĕсен халăхăн çивĕч ыйтăвĕсене татса парас ĕçри вырăнĕ" темăна сỹтсе яврĕç, нумай ыйтăва хускатрĕç. "Хыпар" хаçатăн тĕп редакторĕ Валерий Туркай "Чăваш Республикин хисеплĕ журналисчĕ" ят пама сĕннине те пурте ырласа йышăнчĕç.
Унтан калемçĕсем К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене халалланă савăнăçлă мероприятие пухăнчĕç. Журналистсемпе полиграфистсене, пичет ветеранĕсене професси уявĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин республикăри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов саламларĕç. Вĕсем уявпа саламланă май массăллă информаци хатĕрĕсем общество пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртрĕç. Чи маттур, пуçаруллă, пултаруллă журналистсем, пичет ĕçченĕ-сем, ветеранĕсем патшалăх наградисене, Çемен Элкер, Николай Никольский, Леонид Ильин премийĕсене, тĕрлĕ ведомствăсен Тав çырăвĕсене, Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç. Вĕсен йышĕнче - "Каçал ен" хаçатăн тĕп редакторĕ Любовь Шуряшкина. Вăл пичет ĕçĕнче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин регион уйрăмĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ. Ĕçтешĕмĕре саламлатпăр, малашне те çитĕнỹсем сунатпăр.
А.Ефремова.
Источник: "Каçал Ен"