АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Июльтен коммуналлă тăкаксен хакĕ ỹсет

17 января 2015 г.

  Чăваш Енре коммуналлă тăкаксен тỹлевĕ çитес çур çулта улшăнмасса пĕлтереççĕ. Анчах - çуллаччен çеç. Улшăнусем июль уйăхĕнче пулмалла. Ытларах çакна Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансем туйса илĕç. Унта тарифсем 15 процент ỹсĕç. Шупашкарта, Çĕнĕ Лапсарта, Çĕмĕрлере ку кăтарту кăшт сахалрах - 12 процента яхăн. Ытти çĕрте 11,2 процент хăпарĕ.

   Ăшă энергийĕ çав шайрах юлĕ. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вара 8,8 процент хăпарĕ. Сивĕ шывшăн тата ăна юхтарса кăларнишĕн кăрлачăн 1-мĕшĕнчен раштав уйăхĕнчи пекех тỹлемелле. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 12,2 процент ытларах тỹлеме тивĕ. Çулла электроэнерги те 7,5 процент хăпарать, 1 киловатшăн 2 тенкĕ те 80 пус кăларса хумалла пулĕ. Ялта пурăнакансем 1 тенкĕ те 96 пус тỹлĕç. Çутçанталăк газĕ пирки хальлĕхе нимĕн те каламан. Анчах вăл та 7,5 процент хăпарма пултарать. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЖКХ хакĕсем ỹснĕ чухне сахал тупăшлă çемьесене пулăшмаллине пĕлтернĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика