17 января 2015 г.
Раççейре Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине халлаласа почта маркисен чи лайăх ỹкерчĕкне тăвассипе конкурс ирттереççĕ. Ăна Раççей почтипе "Марка" издательство центрĕн пуçарăвĕпе йĕркелеççĕ. Марка ỹкерчĕкĕсене виçĕ номинаципе пахалаççĕ: "Ас тăватпăр! Мухтанатпăр!", "Аслă çĕнтерĕвĕн хакĕ" тата "Пире ас туса пурăнма шаннă". Пултарулăх конкурсне кашниех хутшăнма пултарать. Çĕнтерỹçĕсене, конкурсантсене, ỹсĕм çулне кура, виçĕ ушкăна пайласа палăртаççĕ: шкулчченхи тата шкул çулĕнчи ачасем (5-17 çултисем); аслисем - ỹкерме юратакансем (18 çултан аслăраххисем) тата профессионалсем (ỹнер училищисемпе вăтам тата аслă вĕренỹ заведенийĕсен студенчĕсем).
Конкурс комиссийĕ кашни номинацирех çĕнтерỹçĕсене палăртать. Çĕнтерỹçĕсен эскизĕсем тăрăх каярахпа почта маркисене пысăк тиражпа кăлараççĕ тата конвертсене илемлетеççĕ. Марка ỹкерекенсен конкурсне хутшăнас текенсен хăйсен ĕçĕсене нарăсăн 1-мĕшĕччен йĕркелỹ комитечĕн регионти уйрăмне çак адреспа ярса памалла, заявка тăратмалла: 428000 Шупашкар хули, Ленин проспекчĕ, 2-мĕш çурт. УФПС ЧР-филиал ФГУП "Почта России" "Победа на марке" тесе палăртмалла".
Источник: "Каçал Ен"