14 января 2015 г.
Çак каларăша тĕпе хурса хăйсен тивĕçне куллен пурнăçласа пыраççĕ те ĕнтĕ районти шкулсенчи ĕç урокĕсен, рисовани, черчени учителĕсем. Вĕсем хăйсен предмечĕн виççĕмĕш фестивальне Комсомольски иккĕмĕш вăтам шкулне пуçтарăнчĕç.Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ - вĕрентỹри паха тĕслĕхе кашни учитель патне çитересси. Ачасене мĕн пĕчĕкрен тăн парса ĕçпе пиçĕхтересси ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ кăна мар, шкул та яваплă. Кунта паллах, ĕç урокĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ.
Фестиваль программине нумай çул ĕç урокĕсен, рисовани, черчени учителĕсен районти методика пĕрлешĕвĕн ертỹçи, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкул учителĕ Ф.В. Гаврилов йĕркелесе пычĕ. Темине кура (вăл "Учителĕн педагогикăри пултарулăхĕ" ятлă), фестивалĕн программи анлă та пуян пулчĕ. Чăн малтан хăнасем творчествăлла урокра пулса курчĕç. Ăна 6-мĕш класс ачисемпе Хырхĕрри тĕп шкулĕн учителĕ Г.Н. Петров ирттерчĕ. Урок теми - "Токарь станокĕпе йывăçран тĕрлĕ япаласем тăвасси". Ăста педагог ачасемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлерĕ. Геннадий Николаевичăн урок ирттерессинчи пултарулăхне пысăк хак пачĕç. Малалла учительсем "Мастер-класс" конкурсрапулчĕç. Кунта вара вĕренмелли, технологи урокĕсенче усă куракан çĕнĕлĕхсемпе паллашмалли нумай пулчĕ. Уйрăмах учительсем С.В. Петрован (Хырай Ĕнел), Р.Г. Зинатуллинан (Тукай Мишер), М.Н. Хайбуллинан (Урмаел) пултарулăхĕпе кăмăллă пулчĕç. Жюри членĕсем те вĕсен "Мастер-класс" программинче кăтартса панă çĕнĕлĕхсене пысăк хак пачĕç.
Фестивале килнисене Урмаел вăтам шкулĕн учителĕ В.Х. Камалетдинов хăйĕн творчествипе паллаштарчĕ. Вагиз Халимович - Раççей Федерацийĕн халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ. Унсăр пуçне вăл - Раççей художникĕсен союзĕн членĕ, тĕнчери художниксен творчество союзĕн членĕнче тăма та тивĕç пулнă. Италири, Испанири искусство фестивалĕсенчен ятарлă дипломсемпе таврăннă. Пултаруллă учителĕн, художникăн картинисен выставкисем Шупашкарта, Хусанта, Мускавра, Римра тата ытти çĕрте те пулнă. Вагиз Халимович хăйĕн картинисемпе пĕтĕмпе çирĕм ытла выставкăна хутшăннă.
"Учитель творчестви" конкурсра жюри членĕсем çавăн пекех Г.Н. Петровăн (Хырхĕрри), Ф.В. Гавриловăн (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), В.Н. Алексееван (Анат Тимĕрчкасси), Р.Г. Зинетуллинан (Тукай Мишер), М.Н. Хайбуллинан (Урмаел), Л.Н. Гибатдинован (Чĕчкен), И.И. Борисован (Çĕнĕ Мăрат), Г.Г. Асейнован (Хирти Явăш) ĕçри пултарулăхне çỹллĕ шая хурса хакларĕç. Фестиваль программине "Вĕренекенсен творчестви" конкурса та кĕртнĕ. Ачасем те хăйсем тунă тĕрлĕ хатĕрсемпе, япаласемпе выставкăна хутшăнаççĕ вĕт-ха. Хĕрачасем хушшинче уйрăмах Диана Гибатдинова (Урмаел), Динара Гибатдинова (Чĕчкен), Анастасия Абукина (Хырай Ĕнел), Ксения Земскова (Анат Тимĕрчкасси), Лилия Шарафутдинова (Чĕчкен), Анастасия Демьянова (Хырай Ĕнел), Алия Зарипова (Тукай Мишер), Катерина Никифорова (Анат Тимĕрчкасси) палăрчĕç. Жюри вĕсене пурне те призерсен шутне кĕртрĕ. Арçын ачасен творчествипе те кăмăллă пулчĕç технологи предмечĕн учителĕсем. Вĕсенчен Данил Гурьянова (Хырхĕрри), Рамил Камальдинова (Урмаел), Павел Арсентьева (Анат Тимĕрчкасси), Яков Исаева, Григорий Шайдукова, Станислав Волкова, Роман Воронкова (пурте Хырхĕрри), Константин Чемешева (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) палăртмалла.
Куратпăр ĕнтĕ, районти шкулсенче ăста, мал ĕмĕтлĕ учитель сахал мар, çакна фестиваль уççăн кăтартса пачĕ. Кашнийĕ хăйĕн кулленхи ĕçĕнче тĕрлĕ майсемпе усă курса ачасене тарăнрах пĕлỹ парассишĕн тăрăшать. Фестиваль ĕçне районти çак учительсен методика пĕрлешĕвĕн руководителĕ Ф.В. Гаврилов тата район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн представителĕ А.А. Яковлев пĕтĕмлетрĕç.
В. ГАВРИЛОВ.
Источник: "Каçал Ен"