14 января 2015 г.
Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви 2014 çулхи августăн 12-мĕшĕнчен пуçласа кашни кунах апат-çимĕç продукчĕсен хакне мониторинглать. Пурĕ 26 продукци. Çак вăхăтра çĕр улми, пахча-çимĕç, сĕт-çу продукчĕсен хакĕ ỹсни паллă. Атăлçи федераци округĕпе илес пулсассăн Чăваш Республикинче пĕр килограмм çĕр улмин вăтам хакĕ - 23,06 тенкĕ (5-мĕш вырăн), кишĕр - 22,75 тенкĕ (6-мĕш вырăн). Мониторинг ирттерме пуçланăранпа сĕт хакĕ палăрмаллах хăпарни курăнать. Август уйăхĕнчипе танлаштарсан унăн хакĕ 35,1 процент ỹснĕ. 2014 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче пĕр литр сĕтĕн хакĕ 20,27 тенкĕ пулнă.
Атăлçи федераци округĕпе илес пулсассăн Чăваш Республикинче декабрĕн 29-мĕшĕ тĕлне çакăн пек хаксем пулнă: çемçе тата хытă сырсем - 335,4 тенкĕ (2-мĕш вырăн), тулă çăнăхĕ - 25,72 (2-мĕш вырăн), ыраш тата тулă-ыраш çăкăрĕ - 28,29 тенкĕ (2-мĕш вырăн), тулă çăкăрĕ - 31,76 тенкĕ (2-мĕш вырăн), сысна ашĕ - 242 тенкĕ (2-мĕш вырăн), чăх какайĕ - 123 тенкĕ (2-мĕш вырăн), мăйракаллă шултра выльăх аш-какайĕ - 261,62 тенкĕ (4-мĕш вырăн). Атăлçи федераци округĕн-чи регионсенчи вăтам хаксене илес пулсассăн сĕт, çăмарта, купăста хакĕсем Чăваш Енре пысăкрах. Пĕр литр сĕт - 44,62 тенкĕ, çăмарта - 60,66 тенкĕ, пĕр килограмм купăста 29,71 тенкĕ тăраççĕ.
Источник: "Каçал Ен"