14 января 2015 г.
Районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсем валли йĕркеленĕ икĕ кунлăх семинар вăхăтĕнче январĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "çавра сĕтел" ларăвне ирттернĕ. Унта финанс министрĕ Светлана Енилина, экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин, Патшалăх Канашĕн Патшалăх строительстви, вырăнти хăйтытăмлăх комитечĕн председателĕ, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин республикăри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Чăваш Наци Конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов хутшăннă.
Владимир Аврелькин пухăннисене республикăн инвестици программи мĕнле пурнăçланса пынипе паллаштарнă. Михаил Игнатьев ку тĕлĕшпе халăх шухăшне шута илме тата чи малтан татса памалли ыйтусене палăртма кирли çинчен каланă. Светлана Енилина республикăн 2014 çулхи бюджетне тупăш тĕлĕшпе 36,88 млрд тенкĕлĕх пурнăçланине пĕлтернĕ - 2013 çулхинчен 3,5 процент пысăкрах. Çав шутра хамăрăн тупăшсем 21 млрд тенкĕ урлă каçнă - ỹсĕм 3,4 процент.
Ларура муниципалитетсен хăйсен тупăшне ỹстермелли пирки пайăррăн калаçнă. Районсен ертỹçисене кăçал вырăнсенчи бюджетсене хăйсен резервĕсемпе усă курса пуянлатассишĕн тăрăшма сĕннĕ. Чи малтанах вырăнсенчи налуксемпе, çĕршĕн тата пурлăхшăн илмелли аренда тỹлевĕсемпе çыхăннă парăмсене татмалла.
Источник: "Каçал Ен"