31 декабря 2014 г.
Шел пулин те, уявсен тỹнтерле енĕсем те пур. Больницăсенче шăпах Çĕнĕ çулта е хыççăн тĕрлĕ суранпа, алкогольпе наркăмăшланнипе, ỹксе аманнипе, ытти сăлтавпа медицина пулăшăвĕ ыйтакан нумайланать. Çавăнпа хăвăра, сывлăхăра упрасси çинчен ан манăр.
Ỹксе аманасран сыхланма уявра тĕпĕ шутарман, лутра кĕлĕллĕ е платформăллă пушмак суйласа илĕр. Пăрлă çĕрте утнă чухне нихăçан та ан васкăр. Тăвайккисемпе аттракционсенче асăрхануллă пулăр. Уявсенче чылай çын суранланнин тепĕр сăлтавĕ - çул çинчи аварисем. Уйрăмах водительсене эрех ĕçнĕ хыççăн руль умне ларасран тăхтама сĕнес килет. Алкогольпе минренĕ çын тимлĕхне те, вăр-варлăхне те çухатать, ыттисемшĕн хăрушлăх кăларса тăратать.
Пиротехникăпа тĕрĕс мар усă курни те травмпункта илсе çитерме пултарать. Çапла ан пултăр тесен петардăсемпе, салютсемпе усă курнă чухне инструкцире çырнисене пăхăнмалла. Енчен те пахалăхсăр пиротехника сирпĕнсе çынна вăйлă сиенлесен аманнă вырăна сивĕ шыва чикмелле е юрпа сивĕтмелле. Ун хыççăн пиçсе кайнă вырăна бинтпа çыхса шар курнă çынна травмпункта илсе каймалла е "васкавлă пулăшу" чĕнмелле.
Юлашки çулсенче республикăра ĕçнĕ амăшĕсем кăкăр ачисене ăнсăртран пусарса вĕлернĕ тĕслĕхсем те пулчĕç. Кăштах ĕçкелесен пепкĕрсене хăвăр çума ан хурăр, ача кравачĕ çинче çывăрттарни сире çакнашкал инкекрен упрĕ. Тата вырăн çинче туртма юраманни çинчен те яланах асра тытмалла. Ỹсĕр çын выртса сигарет туртни пушар патне илсе çитерме пултарать.
Урамри температура 10 градус сивĕ çеç пулсан та, унта чылай вăхăт пулни кĕлеткене шăнтать, тăм илме те пултарать. Шăнас мар тесен чи пĕлтерĕшли - алкоголь шĕвекĕсем ан ĕçĕр. Вĕсене пула организм тата ытларах ăшă çухатать. Алсишсемсĕр, шарфсăр, калпаксăр урама ан тухăр. Асăрхануллă пулăр, хăрушсăрлăх правилисене асра тытăр, вара Çĕнĕ çул савăнăç кăна илсе килĕ.
Источник: "Каçал Ен"