27 декабря 2014 г.
Нумаях пулмасть районта суйлавçăсен пуçаруллă пайĕпе вĕренỹ семинарĕ йĕркеленĕ. Район администрацийĕн ларусен залне Комсомольски территориллĕ, участоксенчи суйлав комиссийĕсен членĕсем тата участок комиссийĕсен резерври представителĕсем хутшăннă. Вĕсен пурин те 2015 çулхи сентябрь уйăхĕнче ЧР Пуçлăхне тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавне йĕркелесе ирттермелле. Вĕренỹ семинарне хутшăнакансене район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Юрий Скворцов саламланă, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем суйлав комиссийĕсемпе таччăн çыхăнса ĕçлессе шантарнă.
Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн секретарĕ Сергей Тарасов тата Тĕп суйлав комиссийĕн тĕп суйлав эксперчĕ Наталья Малинина тухса калаçни кăсăклă та пĕлтерĕшлĕ пулнă. Вĕсем çитес суйлава хатĕрленсе ирттерес ĕçри чи малтан пурнăçламалли тĕллевсене палăртнă, суйлав саккунĕсене тата вăхăт çитиччен суйламалли ыйтусене пăхса тухнă. Районти территориллĕ суйлав комиссийĕн представителĕсем Новелла Розовăпа Людмила Читнаева участоксенчи суйлав комиссийĕсен ĕçне çỹллĕ шайра йĕркелемеллине каланă.
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"