27 декабря 2014 г.
Çĕнĕ çул - çулталăкри чи пысăк та хаваслă уявсенчен пĕри. Ăна ачасем те, аслисем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çĕнĕ çул асамĕ пире пурне те тыткăнлать, лайăх, савăнăçлă туйăмсем вăратать. Çĕнĕ çул уявне йĕркелени, елка тавра çаврăнни пурин асĕнче те яланлăхах юлать.
Акă, декабрĕн 26-мĕшĕнче районти ял тăрăхĕсенчи культурăпа кану центрĕсенче ĕçлекенсем пурте пĕрле пухăнса, тĕрлĕ тумсем тăхăнса район центрĕнче лартнă елка умĕнче мĕнпур халăха уявпа саламларĕç. Тĕрлĕ костюм, кĕпе тăхăннă вĕсем. Хĕл Мучипе Юрпике тумĕсене те питĕ хитре хатĕрленĕ. Уява курма чылай çын пухăнчĕ. Пухăннисем елка тавра тăрса чылай юрă юрларĕç, вылярĕç, ташларĕç. Халăха кашни ял тăрăхĕ уйрăмшарăн саламласа пĕрер юрăпа савăнтарчĕ, Хĕл Мучипе Юрпике вĕсене сертификат парса чысларĕ. Юрă-ташăра хастар пулчĕ халăх. Уяв программи хăйне евĕр конкурссемпе, юрăсемпе пуян пулчĕ. Пухăннисен пĕр самантлăха та кичемленме вăхăт юлмарĕ, вĕсем пурте елка тавра тулли кăмăлпа савăнчĕç.
А.КОЗЛОВА.
Источник: "Каçал Ен"