АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Строительсен шалăвĕ пысăк

24 декабря 2014 г.

   Ялсенчи арçынсем ытларахăшĕ кỹршĕллĕ регионсенчи стройкăсене ĕçлеме каяççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак ыйтăва республика Правительствинче сỹтсе явнă май хамăр республикăри стройкăсенче ĕçлесе те сахал мар ĕç укçи алла илме пулни, çавна май вĕсем ют регионсене çỹрени кăлăхах пулни çинчен каларĕ. Апла пулсан, строительсен шалăвĕ мĕн чухлĕ пулнине тата республикăра çурт-йĕр тăвас ĕç мĕнле пынине пĕлес килет.

                                                                                                                                                                                                                                   А.СМИРНОВА.                      Чăваш Республикин Строительство министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, 2014 çулта республикăра 665,8 пин тăваткал метр калăпăш чухлĕ 9223 хваттер хăпартнă. Çапла майпа 2013 çулхи кăрлач - чỹк уйăхĕсенчипе танлаштарсан, 0,9 процент ытларах çурт-йĕр хута янă. Кăрлач - юпа уйăхĕсенче республикăри строительство организацийĕсенче ĕçлекенсен пĕр уйăхри вăтам шалăвĕ 23476,4 тенкĕпе танлашнă. Иртнĕ çулхи çав тапхăртипе танлаштарсан, строительсен ĕç укçи 107,3 процент, республикăри вăтам шайран 115,4 процент ỹснĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика