24 декабря 2014 г.
Руль умĕнче ытла çăмăлттайланса пысăк хăвăртлăхпа пыни, паллах, ырă патне илсе çитермест. Анчах та çакна хăшĕ-пĕри шута илмест пулмалла. Çавăнпа декабрĕн 24-25-мĕшĕсенче районта "Хăвăртлăх" профилактика мероприятийĕ иртет. Декабрĕн 26-27-мĕшĕсенче "Ỹсĕр водитель" профилактика мероприятийĕ иртмелле.
Ỹсĕрле руль умне ларакансене ытти чухне те пуçран шăлмаççĕ те, анчах çав кунсенче вĕсене пушшех вăйлă "сыхлĕç". Манса ан кайăр! Эрех ĕçнĕ е наркотикпе айкашнă хыççăн руль умне ларни ытла хака ларать! Уншăн 30 пин тенкĕлĕх штрафлаççĕ, кунсăр пуçне 1,5 çултан пуçласа 2 çул таран правасăр хăвараççĕ. Хĕрĕнкĕ çынна машина рульне шанса паракансене тỹрех явап тыттараççĕ. Пĕрреллĕхе çаклансан 30 пин тенкĕ штрафласа 1,5-2 çул таран правана туртса илĕç. Иккĕмĕш хут лексен штраф виçи 50 пин тенкĕпе танлашать, правине те кун пек чух саккун 3 çуллăх туртса илме ирĕк парать.
Н.РАЙКОВ.
Источник: "Каçал Ен"