АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура çулталăкĕнчен - Литература çулталăкне

24 декабря 2014 г.

    Декабрĕн 19-мĕшĕнче Комсомольскинчи культурăпа кану центрĕнче Культура çулталăкĕпе сыв пуллашрĕç. Çулталăк хушшинче мĕн тунине пĕтĕмлетмелли, палăртнă тĕллевсене пахаламалли самант пулчĕ вăл.

    Культура çулталăкĕ Каçалсемшĕн питĕ ăнăçлă, тĕрлĕ пулăмсемпе пуян çул пулчĕ. Районшăн та, республикăшăн та чи пысăк пĕлтерĕшлĕ уявсем иртрĕç кăçал - Комсомольски районĕн 75 çулхи юбилейĕ тата Республика кунĕ. Çакнашкал юбилейсем тĕлне ял тăрăхĕсенчи художество пултарулăх коллективĕсен смотр-конкурсне ирттересси ырă йăлана кĕчĕ. 2013 çулхи кĕркуннерен пуçласа 2014 çулхи майăн 8-мĕшĕччен районти культурăпа кану центрĕн сцени çине пĕтĕм тăрăхри пултаруллă çынсем тухрĕç. Вырăнти артистсене курма яланхи пекех йышлăн пухăнчĕç. 12 ял тăрăхĕнче пурăнакансем хăйсен пултарулăхĕпе, халăх юрри-такмакĕпе, ташши-юррипе савăнтарчĕç.

    Республика кунĕнче вара, июнĕн 23-24-мĕшĕсенче, халăхсем хушшинчи сумлă фестивальсем - "Раççей çăл куçĕсем", "Урмай залида" - куракансене тĕрлĕ халăхсен юрри-ташшипе паллашма май пачĕç. Çавăн пекех йăлана кĕнĕ культура мероприятийĕсем йĕркеленĕ. Тĕрлĕ фестивальсем - ача-пăча пултарулăхĕнчен пуçласа аслисем таранах - пулнă. Республика тулашĕнчи тата ют çĕршыври артистсем те района килсе хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç, хамăрăннисем те тĕрлĕ çĕре тухса çỹрерĕç.

    Кăçал, ялти культура учрежденийĕсене тĕслĕх шая çĕклесси çинчен программа йышăннă хыççăн, районти информаципе культура икĕ çуртне 400-шер пин тенкĕ уйăрнă. Çак укçа-тенкĕпе Çĕнĕ Мăратри тата Хирти Мăнтăрти ИКЦсене хальхи вăхăтри хатĕрсемпе тивĕçтернĕ, сцена тумне тата артистсен костюмĕсене çĕнетнĕ, юсав ĕçĕсем тунă. Уяв каçĕнче ырă ята тивĕçлĕ, чи пултаруллă культура ĕçченĕсене, художество пултарулăх коллективĕсен членĕсене Хисеп хучĕсем парса чысларĕç.  

    Ун хыççăн артистсем сăмах илчĕç. Сцена çине "Кубняночка", "Каçал" халăх ансамблĕсем, районти ачасен искусство шкулĕн "Островок", "Вербочки" ушкăнĕсем, Тăманлă Выçли тĕп шкулĕн хĕр ташăçисем тухрĕç. Уйрăм юрăçсене те, ушкăнпа юрлакансене те куракансем хапăлласа йышăнчĕç. Халăх театрĕн "Кай, кай Ивана" спектаклĕн пĕр сыпăкне уйрăмах кăсăкланса пăхрĕç залра ларакансем.

     Çитес çула çĕршывра Литература çулталăкĕ тесе палăртнă. Чăваш Енре вара 2015 çула Константин Иванов поэта халалланă. Вилĕмсĕр "Нарспи" поэма авторне сума суса тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ май республикăра пурăнакансем, уйрăмах çитĕнекен ăру, культура вăй-хăватне ỹстерессе, çĕршывăн историпе культура эткерне упрасса, халăхсем хушшинчи туслă çыхăнăва тата çĕршыв, республика сумне çирĕплетессе шанаççĕ. Çапла вара Культура çулталăкĕнчен Литература çулталăкне анлă çул уçăлчĕ.

    Çакăнпа Культура çулталăкĕ вĕçленмест, культура патне туртăнасси, чăваш йăли-йĕркине упраса пурăнас тĕллев яланах пирĕн чун-чĕрере, ĕçĕмĕрсенче пулмалла. Пирĕн хыççăн килекен ăрусене те çак пуянлăха парса хăвармалла.

                                                                                                                                                                                                                            Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика