24 декабря 2014 г.
Василий Софронович Васильев, райадмини-страцин культура секторĕн ертỹçи, ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:
- Çĕршывра 2014 çула культура çулталăкĕ тесе палăртнăран пирĕн районти культура пурнăçĕ те вĕресе çеç тăчĕ. Ман шутпа, кăçалхи чи пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм - районăн гербĕпе ялавне, гимнне йышăнни. Кунсăр пуçне, ял тăрăхĕсем те хăйсен гербĕсемпе ялавĕсемлĕ пулчĕç. Çак ĕçе культура çулталăкĕнче туса ирттерни тата та символлăрах.
Республика кунне Комсомольскинче йĕркелени - пире шанни. Çак уяв хамăр вăя, пултарулăха тĕрĕслеме тата ăна ыттисене кăтартма май пачĕ.
Источник: "Каçал Ен"