АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккун улшăнăвĕсем

20 декабря 2014 г.

   Чăваш Республикин декабрĕн 8-мĕшĕнчи 79 саккунĕпе "Чăваш Республикинче административлă право йĕркине пăсни çинчен" саккунăн 10-мĕш тата 17-мĕш статйисене хăш-пĕр улшăнусем кĕртнĕ. Çак улшăнусемпе поселени территорийĕсенче тата хула округĕсенче тирпей-илем йĕркине пăснăшăн граждансене яваплăх тыттармалли йĕркесене хытарнă. Енчен те куншăн маларах 500 тенкĕ штраф панă пулнă пулсан, халĕ чи пĕчĕк виçе 1000 тенкĕпе танлашать. Çавăн пекех стационарлă мар суту-илỹ обьекчĕсене саккунпа килĕшỹллĕн вырнаçтарманшăн тыттаракан яваплăха кăралатнă. Граждансене малтан 300 тенкĕрен пуçласа 500 тенкĕ таран штрафланă тăк, халĕ ку виçе 1000-2000 тенкĕпе танлашать. Должноçри çынсене те хĕрхенсе тăмаççĕ, 3000 тенкĕрен 7000 тенкĕ таран (малтан 2000-4000 тенкĕ) тỹлеттерме палăртаççĕ. Юридици сăпачĕсен (организацисемпе предприятисене) 30000-рен пуçласа 50000 тенкĕ таран (малтан 20000 тенкĕрен пуçласа 30000 таран пулнă) административлă штраф тỹлеме тивĕ.

                                                                                                                                                                                                                                     В.НИКОЛАЕВ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика