13 февраля 2013 г.
Хальхи вăхăтра салтака кайма хатĕрленекен çамрăксен çар комиссариачĕ урлă водителе вĕренсе тухма пулнине хаçат вулаканĕсем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Çакă хĕсметре те руль умĕнче ларма ĕмĕтленекенсемшĕн питĕ пысăк пулăшу пулса тăрать.
Кайнлăк каччи Зыльфинас Гибатдинов та Комсомольски тата Елчĕк районĕсемпе ĕçлекен çар комиссариачĕ урлă Раççей ДОСААФĕн Шупашкарти пĕрлештернĕ техника шкулĕнче «С» категориллĕ транспорт хатĕрĕсемпе çÿрекен водителе вĕреннĕ.
Нумаях пулмасть унăн амăшĕ патне ывăлĕ водитель ăсталăхне алла илекен техника шкулĕн начальникĕнчен А.И. Кузьминран Тав çырăвĕ килнĕ. «Сирĕн ывăлăр Зыльфинас вĕренÿ вăхăтĕнче хăйне тĕслĕхлĕ, хушнине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан, дисциплинăна çирĕп пăхăнакан курсант пек кăтартса пачĕ. Çар специальноçне вăл питĕ лайăх алла илчĕ. Сире ывăлăра тивĕçлĕ воспитани панăшăн тав сăмахĕ калатпăр», — тесе çырнă унта.
Тăван çĕр-шывăн пулас хÿтĕлевçин амăшĕшĕн, Гелине Шавкатовнашăн, ку, паллах, питĕ пысăк савăнăç. «Ывăлăм салтакра та хăйне лайăх енчен çеç кăтартасса, тăван район ятне çÿлте тытасса шанатăп», — тет вăл.
Источник: "Каçал Ен"