13 февраля 2013 г.
Чăваш Республикин Правительствин членĕсен канашлăвĕнче ЧР Конкурентлă политика тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин руководителĕ Альбина Егорова 2013 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă пулăшусен тарифĕсем улшăнасса пĕлтернĕ. 2012 çулхипе танлаштарсан, сивĕ шывăн тата юхса тухакан шывăн тарифĕ 7,6 процент, çуртсене ăшăтассин — 8,5 процент, электроэнергин — 10,1 процент, çут çанталăк газĕн 15 процент ÿсет. ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви граждансен мĕнле категорийĕсем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемшĕн тÿленĕ чухне субсидисемпе усă курма пултарнине, субсидин вăтам калăпăшĕ миçе тенкĕпе танлашнине тата ытти ыйтусене ăнлантарса пачĕ.
— Пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлеме граждансем хăçан субсиди илме пултараççĕ?
— РФ Правительствин 2005 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнче йышăннă 761 №-лĕ «Пурăнмалли вырăншăн тата коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлеме субсидисем парасси çинчен» постановленийĕпе килĕшÿллĕн, енчен те граждансен коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлеме каякан тăкакĕсем çемьен пĕтĕмĕшле тупăшĕн 22 процентĕнчен ытларах пулсан, вĕсене субсиди пама тивĕç.
— Чăваш Енре миçе çемье çак çăмăллăхпа усă курать?
— 2012 çулта çакнашкал субсидие 24 пин çемье илсе тăнă. Çакă Чăваш Енре пурăнакан çемьесен 5,1 проценчĕпе танлашать. Субсиди илекенсенчен 90 проценчĕ — пурăнма кирлĕ виçерен сахалрах тупăш илекен çемьесем. Субсиди вăтамран 893,7 тенкĕпе танлашнă (2011 çулхинчен 2,3 процент ÿснĕ).
— Республика бюджетĕнче çак субсидисене тÿлеме мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрнă?
— 2013 çулта çак тĕллевпе 374 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Субсиди илекенсен шучĕ хальлĕхе республикăра — 27,1 пин çемье. Пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă пулăшусен тарифĕсем ÿснĕ май, уйăхсерен паракан субсиди виçи те ÿсĕ.
— Кунсăр пуçне граждансен хăш категорийĕсем коммуналлă пулăшусемшĕн тÿленĕ чухне çăмăллăхсемпе усă кураççĕ?
— Паянхи кун республикăра 114,2 пин федераллă тата 149,9 пин регионаллă льготник социаллă пулăшу мерисемпе усă курать. Вĕсене коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тÿлеме кашни уйăхра укçа параççĕ. Федераллă льготниксен шутĕнче çаксене хушма укçа-тенкĕ тивет:
вăрçă инваличĕсене, инвалида тухнă Аслă Отечествăлла вăрçă участникĕсене, вĕсен çемйисене — 391 тенкĕ;
Аслă Отечествăлла вăрçă участникĕсене — 391 тенкĕ, вĕсен çемйисене — 113 тенкĕ;
«Блокадăри Ленинградра пурăннă çынна» паллăна тивĕçнĕ инвалидсене — 391 тенкĕ, вĕсен çемйисене —113 тенкĕ;
çар ĕç ветеранĕсене тата вĕсен çемйисене — 113 тенкĕ;
вилнĕ (е вăрçăра пуçĕсене хунă) вăрçă инваличĕсен, Аслă Отечествăлла вăрçă участникĕсен тата çар ĕç ветеранĕсен çемйисене — 391 тенкĕ;
инвалидсене — 736 тенкĕ;
инвалид ача çитĕнтерекен çемьесене кашни сусăр пуçне — 736 тенкĕ, анчах коммуналлă пулăшусемшĕн тăкаклама тивекен укçаран нумайрах мар;
Чернобыль тата радиациллĕ ытти аварисемпе катастрофăсене пула инкеке лекнĕ çынсене — 391 тенкĕ, вĕсен çемйисене — 113 тенкĕ.
Регионаллă льготниксем те кашни уйăхра хушма укçа-тенкĕ илеççĕ:
ĕç ветеранĕсем тата Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсем — 1026 тенкĕ;
реабилитациленисем — 2456 тенкĕ;
политика репрессийĕнче шар курнă тесе йышăннисем — 2187 тенкĕ.
Ялти специалистсене — культура, сывлăх сыхлавĕн, социаллă ыйтусене тивĕçтерекен, ветеринари патшалăх тата муниципаллă учрежденийĕсенче тăрăшакансене, педагогика ĕçченĕсемпе вĕренÿ учрежденийĕсен библиотекарĕсене — пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлеме кашни уйăхра хушма укçа параççĕ.
Ялти учрежденисенче 10 çултан кая мар ĕçленĕ е вĕсенче ĕçленĕ хушăра тивĕçлĕ канăва тухнă, çапах та ял тăрăхĕнчех пурăнакансене социаллă пулăшу пама пăрахмаççĕ.
— Мĕншĕн ялти специалистсене паракан тÿлевсем республикăн районĕсенче тĕрлĕрен?
— Ялти специалистсен уйăхри укçа тÿлевĕн виçине кашни муниципалитет пĕрлешĕвĕпе çирĕплетеççĕ, пурăнмалли лаптăкăн республикăри социаллă нормине тата çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусен (çурта пăхса тăни, юсани, вĕри, сивĕ шывпа тивĕçтерни т.ыт.те) палăртнă хакне тĕпе хураççĕ. Çак хаксем пĕрешкел пулманнипе районсенче уйăхри укçа виçи те тĕрлĕрен.
Источник: "Каçал Ен"