13 февраля 2013 г.
Çуркуннехи каникул кунĕсенче «Жемчужина» лагерь (Шупашкар хули) районти ачасене канма кĕтет. Путевка хакĕ — 8 пин тенке яхăн. Унăн пысăк пайне — 70—80 процентне — патшалăх тÿлет.
Сахал тупăшлă çемьесен пĕр путевкăшăн 1600 тенкĕ (20 процент) тÿлеме тивет. Ыттисем пĕр ачашăн 2400 тенкĕ (30 процент) тăкакланĕç.
Заявленисене ашшĕ-амăшĕнчен шкулта е район администрацийĕн вĕренÿ пайĕнче мартăн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ.
Тĕплĕнрех ыйтса пĕлес тесен 5-13-05 телефонпа шăнкăравламалла.
Источник: "Каçал Ен"