17 декабря 2014 г.
Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçлансан мĕнпур арçынна фронта илсе кайнă, ялти хĕрарăмсем, ватă-вĕтĕсем çеç тăрса юлнă. Çамрăк ăру аслисене мĕн вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшнă. Шел пулин те, "вăрçă ачисен" ачалăхĕ нушаллă, асаплă иртнĕ. Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекре кун çути курнă Вера Алексеевна Кулакова (халĕ Макарова) та çав асаплă кунсене чăтнă. Тертлĕ çулсем çамрăк хĕрачан чунне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă. Вăрçă пуçланнă чух Виркка 13 çулта пулнă. Вырма вăхăтĕнче амăшĕпе пĕрле çурлапа тырă вырнă, пучах пуçтарса кĕлтене хунă. Ашшĕ вăрçа кайсассăн, хĕрача фермăра сурăхсем пăхма пуçлать. Хĕллехи вăхăтра хиртен начаркка лашапа (лайăххисене вăрçа илсе кайнă) улăм турттарать.
- Виркка тума пĕлмен ĕç те çукчĕ, арçын ача пек паттăр та маттурччĕ. Уринчи çăпатине те хăех туса тăхăннă, çĕтĕлсен сỹспе саплатчĕ. Пир тĕртсе кĕпе-йĕм çĕленĕ. Тимĕрчкасси вăрманне кайса путек милĕкĕ хатĕрлесе турттараттăмăр. Ĕç вăхăчĕ пĕтсен те киле яман пире, çавна пула килтен çăм арламалли урапасене фермăна илсе пырса çăм арлаттăмăр, алса-чăлха, винтовка тытма виçĕ пỹрнеллĕ перчеткесем çыхса фронта ăсататтăмăр. Витесем йĕри-тавра кашкăрсем уланине илтсе мĕн чухлĕ хăраса ларман-ши эпир? Шĕшкĕ кăчкине тỹсе пĕр ывăç çăнăх хушса пĕçернĕ пашалусем (çăтсан та анманскерсем) çини халĕ те куç умĕнчех, - куççуль витĕр аса илчĕ хĕр чухнехи тантăшĕ Елена Леонтьева.
Вăрçă пĕтнĕ хыççăн Хирти Мăрат каччипе, Караç Макаровпа, çемье çавăраççĕ. Хăйĕн ырă кăмăлĕпе, правурлăхĕпе хунямăшне тỹрех килĕшнĕ вăл. Хире пăрçа çулма тухсан çамрăк кине мала тăратаççĕ. Виркка хăйĕн паккусне тухса хыçалтисене тепĕр хут хăваласа çитсе пурне те тĕлĕнтернĕ. Хирти Мăратра та сурăх пăхнă çĕрте вăй хунă, пахча-çимĕç бригадинче пай илсе ĕçленĕ. Çулсем иртнĕ май çемье те йышлăланнă, 4 ывăлпа 4 хĕр çитĕнтернĕ мăшăр. Ачисем пурте çемьелленнĕ ĕнтĕ вĕсен. Кĕçĕн ывăлĕ Алеша тĕп килтен уйрăлса тухса çурт-йĕр çавăрнă. Виркка аппан мăшăрĕ çут тĕнчерен уйрăлса кайнă хыççăн ывăлĕпе кинĕ ăна хăйсем патне илсе кайнă. Декабрĕн 17-мĕшĕнче ĕçпе вăрçă ветеранĕ 84 çул тултарать. Эпир ăна пурте саламлатпăр. Виркка аппа ачисене ыталĕ, мăнукĕсене юратĕ, тăванĕсемпе савăнĕ. Çакă мар-и вара амăшĕн телейĕ?
М.ГАВРИЛОВА.
Источник: "Каçал Ен"