17 декабря 2014 г.
Чăваш Енре ноябрĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 5-мĕшĕччен "Донор уйăхлăхĕ" акци иртнĕ. Унта ытларах çамрăксене хутшăнтарма тăрăшнă. Акцие Республикăри юн илекен станципе "Сывлăхлă наци" организаци ирттернĕ. Уйрăмах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн, Шупашкарти медицина колледжĕн тата ытти вĕренỹ организацийĕн студенчĕсем хастар пулнă.
Пĕр уйăхра акцие 600 ытла çамрăк хутшăннă. Вĕсенчен 500-шĕ донор пулса тăнă. Çапла майпа 260 ытла литр юн хатĕрленĕ. Юн панă студентсене Юн служби сувенирсеме чысланă. ЧР Сывлăх министерстви тунă пĕтĕмлетỹпе килĕшỹллĕн, кăçал 11 уйăхра 16 пин ытла çын донор пулнă. Вĕсем пулăшнипе 13 пин ытла литр юн хатĕрленĕ. Çак тапхăрта Юн служби тĕрлĕ çĕрте 279 донор кунĕ тата акци йĕркеленĕ.
Источник: "Каçал Ен"