АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 2014 çул летопиçĕ

17 декабря 2014 г.

    Хаклă вулакансем! Çакăн пек ятлă çĕнĕ рубрика уçса кăçал пулса иртнĕ чи паллă пулăмсем çинчен район çыннисен шухăшĕсемпе паллаштарас тетпĕр. Унта сирĕн аса илĕвĕр те пичетленме пултарать, пирĕнпе çыхăнма ан ỹркенĕр кăна. Редакци телефонĕсем: 5-14-07, 5-13-00. Электрон почта - kasal1971@rambler.ru

     Василий Петрович Николаев, АПК ветеранĕсен районти союзĕн ертỹçи, Чăваш Республикин ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:

     - Кăçалхи чи паллă пулăм - Комсомольски районĕ 75 çул тултарни. Çак пысăк уяв пирĕн мунинципалитетра Республика кунне ирттернипе пĕрле килнипе унăн пĕлтерĕшĕ тата та сулмакланчĕ. Тĕрлĕ çĕртен килнĕ çĕр-çĕр хăна умĕнче намăс курмарăмăр. Асăннă уявсем райцентрăн, ялсен сăн-сăпатне улăштарма та пулăшрĕç. Акă, Комсомольскинче çĕнĕ çулсем, тротуарсем сарчĕç, çуран çỹрекенсем те, автомашинăллисем те çакăншăн савăннине пытармаççĕ. Пĕтĕм çĕрте чечексем лартнипе, тирпейленипе-тасатнипе тавралăх тата илемленчĕ. Çак йĕркене çитес çулсенче те тытса пырасчĕ.

    Ырă улшăнусем кăçал ял тăрăхĕсенче те пулса иртрĕç. Акă, Чĕчкен ял поселенийĕнче йывăçсем тавра карта тытнă. Ял поселенийĕпе "Труд" ЯХПК правленийĕ пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеççĕ. Специалистсем, культура ĕçченĕсемпе икĕ ял çыннисем тăрăшăнипе пирĕн тăрăхра тирпей-илем ĕçĕ çỹллĕ шайра тесе калас килет. Чи кирли - районта чăвашсемпе тутарсем, вырăссем килĕштерсе пурăнаççĕ, çак туслăх ĕмĕрех упрантăрччĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика