АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ташăçăсем - Гран-при хуçисем

13 декабря 2014 г.

    Районти искусство шкулне куллен вун-вун ача çул хывать. Аслăрах классенче пĕлỹ пухакансем йăмăкĕсене, шăллĕсене пĕрле илсе килеççĕ, музыкăна юратма вĕрентеççĕ. Хĕрсемпе каччăсенчен чылайăшĕ ăсталăхне туптаса аслă вĕренỹ заведенийĕсенче пĕлỹ пухать. Кĕçĕннисем вĕсен çулне тăсаççĕ. Акă, ЧР Культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Татьяна Иванова ертсе пыракан "Островок" тата "Калейдоскоп" (ертỹçи Лариса Григорьева) ташă ушкăнĕсем тĕрлĕ çулхи ачасене пĕр тытăма пĕрлештереççĕ. Вĕсемсĕр районти пĕр уяв та иртмест. Ташăçăсем яланах сцена çинче, хăйсен çĕнĕрен те çĕнĕ ташшисемпе куракансене савăнтараççĕ, тĕлĕнтереççĕ. Раççей, республика шайĕсенчи конкурссене те хаваспах хутшăнаççĕ вĕренекенсем, çитĕнĕвĕсем те сахал мар. Вĕсем - нумай-нумай Диплом, Хисеп хучĕ, Гран-при хуçисем.

    - Чи малтанах ашшĕ-амăшĕ, искусство шкулĕн администрацийĕ пуçаруллă пулнипе конкурссене хутшăнма май пур. Вĕсене тав. Автобуспа тивĕçтересси, сцена çине тухмалли тĕрлĕ костюмсем çĕлеттересси, ыйтусене татса парасси - пĕтĕмпех вĕсем çинче, - тет Татьяна Евтихиевна.

    Çак кунсенче вара "Островок" тата "Калейдоскоп" хореографи ушкăнĕсем черетлĕ "Танцевальный бульвар - 2014" конкурсран çĕнтерỹпе таврăннă. Шупашкар хулинчен, республикăри тĕрлĕ районсенчен хутшăннă çамрăк 1000 ташăçă хушшинче вĕсем чи маттуррисем пулнă. Тĕп парнене - Гран-прие - тивĕçнĕ. Унпа пĕрлех ушкăна ноутбук парса хавхалантарнă. Çĕнтерỹçĕ ята çĕнсе илнипе пĕрлех "Островок", "Калейдоскоп" ташă ушкăнĕсем "Халăх ташши", "Эстрада ташши" номинацисенче палăрнă, лауреат ятне тивĕçнĕ. Çакă вара кашни кун тар тăкса ташланин, тăрăшнин çимĕçĕ. Ачасем те, Татьяна Иванова, Лариса Григорьева хореографсем те чунтан савăннине пытармаççĕ. Малашне татах та ăсталăхне ỹстерме ăнтăлаççĕ, куракансене çĕнĕрен те çĕнĕ ташăсемпе савăнтарма ĕмĕтленеççĕ.

                                                                                                                                                                                                                                         А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика