АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут-кăвартан асăрханăр

13 декабря 2014 г.

    Çанталăк сивĕтнĕ май ялсенче пушар тухас хăрушлăх темиçе хут та ỹсет. Вут-кăвар алхаснин тĕп сăлтавĕсенчен пĕри - кăмакасем юсавсăр пулни. Районта пурăнакансене кашнинчех асăрхаттаратпăр пулин те, кăмакасен юсавсăрлăхне пула пушар тухнă тĕслĕх сахал мар. Çакна ан манăр: кăмака тума чăн-чăн ăстаçăна çеç шанăр, вăл пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнтăр. Мунча хутнă чухне çунакан кăмакана пăхса тăма вăйсăрланнă ватă çынсене, ачасене ан шанăр. Кил-çуртра ăшăтакан хатĕрсемпе, газ приборĕсемпе усă курнă чухне те питĕ асăрхануллă пулăр. Юсавсăр прибортан пушар тухасси патне - пĕр утăм. Ача-пăча аллине шăрпăк ан лектĕр, вĕсене те вут-кăварпа асăрхануллă пулмалли пирки мĕн пĕчĕкрен каласа ăнлантарăр. Декабрь уйăхне кĕтĕмĕр.

     Халĕ кашни предприяти-организацирех, информаципе культура центрĕсенче, уйрăм çуртсенче те Çĕнĕ çул уявне хатĕрленме пуçларĕç. Чăрăшсене капăрлатнă чухне хăвăрт хыпса илекен япаласемпе усă ан курăр. Гирляндăсем юсавлă пулччăр. Кашни çĕртех пушар хăрушсăрлăхĕшĕн яваплă çынсем пур. Вĕсен ыттисемпе инструктаж ирттермелле. Асăрхануллă, тимлĕ пулсан, пушар хăрушсăрлăхĕн ансат правилисене пăхăнсан сире нимле инкек те пырса тивмĕ.

                                                                                                                                                                                                                                 А.СОРОКИН.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика