10 декабря 2014 г.
Декабрĕн 9-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери коррупципе кĕрешмелли кун пулнă май Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви масăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе брифинг ирттерчĕ. Следстви уйрăмĕн руководителĕ Р.Шайхалов çак енĕпе сахал мар ĕç пурнăçлани çинчен пĕлтерчĕ.
Сăмахран, кăçал коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккунсене пăснипе çыхăннă 23 тĕслĕхе тупса палăртнă, 18 çынна хирĕç уголовлă ĕç пуçарнă, шырав 8 заявление суда янă. Ытларах çак тĕслĕхсем: ĕçри ултав (9), служба вырăнне усă курса улталани (5; вĕсенчен 4-шĕ ĕç укçине илнĕ чухне); взятка илни (1), ĕç положенийĕпе усă курса патшалăх укçине кĕсьене чиксе усăсăр салатса пĕтерни (1), должноçри полномочи вырăнĕ виçерен тухни (1), бюджет укçи-тенкипе тĕллевсĕр усă курни (1) пулнă. Коррупциллĕ преступлени тунăшăн суд сакки çине муниципалитет 2 сотрудникĕн (муниципаллă пĕрлĕхĕн ертỹçисен) ларма тивнĕ. Муниципаллă чиновниксем хушшинче коррупцине хирĕç тунă ĕçсем самаях сахалланса пынине калама пулать. Ку вăл, паллах, саккунлăха сыхлакан органсем, Чăваш Республикин патшалăх тата вырăнти влаç тытăмĕ коррупцие хирĕç тăрассипе ятарлă мерăсем йышăннипе пĕр килет. Шел пулин те, кун пек преступлени тăвакансем районта та пур. Акă, районти ял хуçалăх кооперативĕн руководителĕ халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр уйăрнă 81 пин тенкĕ укçана вăрланăшăн суд сакки çине ларнă. Ăна Елчĕк район судне айăпласа 50 пин тенкĕлĕх штраф тỹлемелле тунă.
Раççей Федерацийĕн прокуратури çумĕнчи следстви комитечĕн следстви управленийĕн Чăваш Республикин Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ саккунлăха сыхлакан ытти органсемпе пĕрле коррупципе çыхăннисене, айăплă çынсене явап тыттарассипе малалла та уçăмлă, тĕллевлĕ ĕçлĕ.
ЧР Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ.
Источник: "Каçал Ен"