АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Клуб ĕçе пуçăнчĕ

10 декабря 2014 г.

    Çак кунсенче районти тĕп библиотекăра "Сывлăх" клуб тепĕр хут ĕçлеме пуçларĕ. Пĕр вăхăт тĕрлĕ сăлтавсене пула унăн алăкĕ хупăннăччĕ. Занятие Антонина Волкова библиотекарь уçрĕ, ун хыççăн клуб ертỹçине, Алина Андреева медработника, сăмах пачĕ. Вăл "Мĕн вăл сывлăх?" тема çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ, ятарлă тест ирттерчĕ. Çын ỹт-пĕвĕнчи çу, шыв, мышцăсен, шăмăсен шайĕ мĕн чухлĕ пулнипе паллашрĕç, çак танлашăва кирлĕ пек тытса пырас тесен мĕн тумаллине те палăртса хăварчĕç. "Сывлăх" клуб ĕçне чылай çул йĕркелесе пынă Зинаида Галкина медработник "Хускану вăл - пурнăç" ыйту çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Ỹт-пĕве çирĕплетме пулăшакан хăш-пĕр хусканусене туса кăтартрĕ. Заняти çав тери интереслĕ иртрĕ. Ăна малашне те йĕркелесчĕ.

                                                                                                                                                                                                                                        З.НИКОЛАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика