АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коррупцие хирĕç

06 декабря 2014 г.

   Декабрĕн 9-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери коррупципе кĕрешмелли кун. Уяв çитнĕ май, прокуратура органĕсем çак енĕпе сахал мар ĕç пурнăçланине те палăртмалла. Сăмахран, кăçал коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккунсене пăснипе çыхăннă 111 тĕслĕхе тупса палăртнă, саккунсăр 45 право актне протестленĕ, 14 çынна дисциплина енчен, 3 çынна административлă майпа явап тыттарнă, шырав 4 заявление суда янă. Палăртса хăвармалла, 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен "Коррупцие хирĕç тăрасси" федераци саккунне улшăнусем кĕртнĕ. Унпа килĕшỹллĕн пур организацире те коррупцие хирĕç тăрассипе ятарлă мерăсем йышăнмалла. Коррупципе кĕрешес тĕп инструментсенчен пĕри - айăплă çынсене явап тыттарни. Çавăнпа та коррупци енĕпе ыйтусем е хыпар пулсассăн тỹрех прокуратурăна пĕлтерĕр е шăнкăравлăр.

                                                                                                                                                                                                                                   В.НИКОЛАЕВ. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика